Раççейри корэш федерацийĕ пирĕн кĕрешÿçĕсен çитĕнĕвне вырăна хурса «Паттăр» спорт шкул тренер-преподавательне Эльфис Мтиева «Раççейри корэш аталанăвне тивĕçлĕ тÿпе хывнăшăн» медалĕн иккĕмĕш степенĕпе наградăланă. Ăна Эльфис Эсгатович Тюменьте илнĕ, унта шăпах корэш наци кĕрешĕвĕн Раççей кубокне çĕнсе илессишĕн йăлана кĕнĕ ăмăртăвĕ иртнĕ.
Чыслав чăваш спортсменĕсемпе тренерĕсен çак енлĕ кĕрешĕвне сарас тĕлĕшпе тăрăшса ĕçленин пĕтĕмлетĕвĕ. Ĕçе тивĕçлипе хаклани малашлăхра тата ытларах çитĕнÿсем тума пулăшĕ.
Альбина ИВАНОВА
Декабрь 2025 |
