ПИРĔН тăрăхри ялсенче те çул çитмен ачасем питбайкпа, мототранспортпа авари тунă тĕслĕхсем пулсах тăраççĕ. Республикăра вара кăçал 10 уйăхра 16 çул тултарман ачасем мототранспортпа аварие лекнĕ 18 тĕслĕхе шута илнĕ. Çакнашкал фактсене тата маларах пулнă пăтăрмахсене тĕпе хурса, çул çинче ачасем суранланасси чактăр тесе ЧР Патшалăх Канашĕ автомобиль бензинне тата дизель топливине 18 çултан кĕçĕнрех ачасене сутма чаракан саккун проектне пĕр саслăн ырланă.