Пур енлĕ пултаруллă

Категория: Публикации Опубликовано: 05.12.2025, 09:10 Просмотров: 122

Çĕньялти клубра уяв ячĕпе «Ылтăн анне» конкурс иртрĕ. Унта пиллĕкĕн хутшăнчĕç. Вĕсем «Ылтăн анне», «Пултаруллă анне», «Тăрăшуллă анне», «Сăпайлă анне», «Ĕçчен анне» номинацисенче тупăшрĕç. Конкурсантсем питĕ тăрăшса хатĕрленнĕ. Çĕнтерÿçĕсене палăртма та çăмăл пулмарĕ. Роза Иванова, Татьяна Мурзукова, Полина Александрова, Надежда Александрова, Инна Матвеева пур енчен те пултарулăхпа палăрчĕç.

Конкурсантсене Любовь Верликова, Юрий Езюков, Çĕньялти шкул ачисем тĕрлĕ юрă-ташăпа хавхалантарчĕç.

Надежда Квасова (ертÿçĕ, сылтăмри) конкурса хутшăнакансене территори пайĕн дипломĕсемпе хавхалантарчĕ, асăнмалăх парнесемпе савăнтарчĕ. Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансен амăшĕсене уйрăммăн саламларĕ, çĕнтерĕве çывхартма ял халăхĕ те çине тăрсах тăрăшнине палăртса хăварчĕ. Т.Павлова предприниматель салтак амăшĕсене асăнмалăх парнесем пачĕ.

Конкурса хутшăнакансене Алексей Марков 5-шер пин тенкĕ укçа парса хавхалантарчĕ Çакнашкал конкурс малашне те вăй илсе пырасси пирки иккĕленменнине пĕлтерчĕ.

Мария МАДЮКОВА

Яндекс.Метрика