Хытă каяша тирпейлекен комплекс хута кайнă

Категория: Публикации Опубликовано: 05.12.2025, 09:11 Просмотров: 98

«Экологи ырлăхĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Канаш муниципалитет округĕнче хытă каяша тирпейлекен çĕнĕ комплекс хута кайнă. Çавна май кунта 40 çĕнĕ ĕç вырăнĕ уçăлнă. Комплекс çулталăкне 30 пин тонна каяша пластик, кĕленче, хут, металл çине уйăрса, ушкăнласа тирпейлĕ.

Хута кайнă çĕнĕ комплекс хальлĕхе Канаш округĕнчи коммуналлă хытă каяша йышăнма пикеннĕ. Çывăх вăхăтрах Çĕрпÿ тата Красноармейски муниципалитет округĕсенчен те хытă каяша унта турттарма пуçлĕç.

Чăваш Республикинче хытă каяша сортласа тирпейлекен комплекс хута кайни Раççей Президенчĕн наци проекчĕсене пурнăçа кĕртме лартнă тĕп утăм. 2030 çул тĕлне коммуналлă хытă каяша çĕр проценчĕпех тирпейлеме палăртнă.

2026 çулта Чăваш Республикинчи Патăрьел тата Муркаш муниципалитет округĕсенче те çакнашкал комплекссене ĕçе кĕртмелле. Раççейри экологи операторĕикĕ комплекса тума 781 миллион тенкĕ укçа ярать. Вăл шутра пирĕн округа — 382 миллион тенкĕ.

Çĕнĕ объектсем хута кайни экологи ăнăçулăхне тата ытларах лайăхлатма, çав вăхăтрах хушма çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçма та май парать.

Альбина НИКОЛАЕВА

Яндекс.Метрика