Шăнкăртамри культура тата библиотека ĕçченĕсем уява сума суса «Юратупа тулнă чĕре» ятпа мероприяти йĕркелерĕç. Унта çак сферăра ĕçленĕ ветерансене тата Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксен амăшĕсене йыхравларĕç. Вĕсен ячĕпе сахал мар тав сăмахĕ илтĕнчĕ. Библиотека ĕçченĕсем сăвăсем вуларĕç. «Ăста алă» кружок ĕçченĕсем чуна пырса тивекен юрăсем шăрантарчĕç.
Фойере кĕнеке тата алă ĕçĕсен куравне йĕркеленĕ. Ачасен «Юратнă аннене» ÿкерчĕкĕсем те илĕртÿллĕ, тарăн шухăшлă.
Çавра сĕтел хушшинче чей ĕçни тепĕр хут аннесене çывăрман каçсемшĕн, ăшă кăмăлĕшĕн, хÿтĕлĕх панишĕн, виçесĕр юратнишĕн тав тума май пачĕ.
Паттăр ывăлсене çĕршыв патриочĕсем пулма пăхса çитĕнтернĕ амăшĕсене çирĕп сывлăх сунчĕç.
Сириня АЙЗАТУЛЛОВА, библиотекарь