Чăваш тĕррин кунне халалласа Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх шкулĕнче «Наци тĕрри — пиншер çула тăсăлакан управçă» конкурс-курав йĕркелерĕмĕр. Унта 350 çын хутшăнчĕ. Алă ĕç тăвакансем — тĕрĕ ăстисем — хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Пĕтĕмлетÿ тунă çĕре чи маттуррисене йыхравларăмăр. Вĕсене муниципалитет округĕн администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики, физкультура тата спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова, Чăваш наци конгресĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн ертÿçи Светлана Кулакова саламларĕç, Хисеп хучĕсемпе чысларĕç.
Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта 4 в класра вĕренекенсем «Эп чăваш, эс чăваш» юрра шăрантарса (ертÿçи Валентина Аппакова) савăнтарчĕç. Нина Румянцева (Галина Рубцова) «Киремет» юрăпа тыткăнларĕ. Çĕньялти Надежда Квасова хăй çырнă «Чăваш тĕрри» сăввине вуларĕ.
Алина АНТОНОВА