Раштав типпи пуçланчĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 05.12.2025, 09:24 Просмотров: 108

Ноябрĕн 28-мĕшĕнче Раштав типпи пуçланчĕ. Çак типĕ — иртсе пыракан çулăн — юлашки, килес çулăн пирвайхи типпи шутланать. Вăл 40 куна тăсăлать, январĕн 6-мĕшĕнче вĕçленет. Раштав типпи яланах пĕр вăхăтра пулать, улшăнмасть.

Православи тĕнне ĕненекенсем типĕ тытса, тунă çылăхсемшĕн ÿкĕнсе, вĕсене каçарттараççĕ, Христос Туррăмăр ÿчĕпе юнне ăша илеççĕ, çав майпа унпа пĕрлешеççĕ.

Унччен христианинсен тĕн кĕнекисене вуламалла, чиркĕве çÿремелле, çынсене кÿрентересрен сыхланмалла, хăйсене йĕркеллĕ тытмалла. Раштав типпинче çак апат-çимĕçе çиме юрать: пăтă (сĕлĕ, хуратул, рис, вир, тулă...), ÿсен-тăран çăвĕ, кăмпа, пахча çимĕç, улма-çырла, «типĕ» çăкăр тата чустаран пĕçернĕ çимĕç, ÿсен-тăран сĕчĕ (соя, миндаль...), мăйăр, пыл, пулă (ятарлă кунсенче).

Çак апат-çимĕçе çимелле мар: аш-какай тата унран хатĕрленĕ апат-çимĕç, юр-вар (сĕт, çу, сыр, йогурт...), çăмарта, алкоголь (вырсарникун тата чиркÿ праçникĕнче кăштах хĕрлĕ эрех ĕçме юрать).

Ача-пăчан, çире пур хĕрарăмсен, кăкăр ĕмĕртекен хĕрарăмсен, чирлесе тăракансен, больницăра сипленекенсен, çул çÿревçĕсен, йывăр ĕçпе пурăнакансен типĕ тытассинчен тытăнса тăмалла.

Магазинтан е пасартан апат-çимĕç туяннă чух «типĕ апат-çимĕç» («постный продукт») тесе çырнине шута илмелле. Пылак çимĕçе (вĕсенче выльăх çăвĕ, маргарин, çăмарта пур) туяниччен килте пĕçернипе (сĕт-çу продукчĕпе çăмартасăр хатĕрленине) сăйлансан аванрах.

Декабрĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа январĕн 1-мĕшĕччен — «çирĕп» типĕ: ытларикунпа кĕçнерникун пулăсăр, ÿсен-тăран çăвĕпе вĕри апат çимелле. «Чи çирĕп» типĕ — январĕн 2—6-мĕшĕсенче. Тунтикун, юнкун, эрнекун — апата пачах çимелле мар типĕ вăхăчĕ; ытларикун, кĕçнерникун — çусăр вĕри апат çимелли; шăматкун, вырсарникун — çупа вĕри апат çимелли; Сочельник (январĕн 6-мĕшĕнче) — тÿпере пирвайхи çăлтăр тухиччен пачах та çимелле мар, ун хыççăн кутья, тулăпа рис тата типĕтнĕ улма-çырла çиме юрать.

Типĕтытмашкăн чи малтан сывлăх, кăмăл туртăмĕ, чун çирĕплĕхĕ, чăтăм кирлĕ. Чирлĕ çыннăн, паллах, типĕ тытассинчен тытăнса тăмалла.

Кирек епле пулсан та, хаваслă та кăмăллă праçнике — Раштава — таса чунпа кĕтсе илме тăрăшар.

Александр СИНЯКОВ, Турă Амăшĕн Державная иконĕ ячĕллĕ Патăрьелĕнчи чиркÿ настоятелĕ.

Яндекс.Метрика