ЧĂВАШ Республикин Пуçлăхĕн пуçарăвĕпе тĕп хуламăрта уçăлнă «Пехет» агромаркет хальхи вăхăтра кашни кунах аякран та çывăхран килнĕ хăнасене, ял-хула çыннисене хапăл тăвать. Сăмах май каласан, унта Патăрьел муниципалитет округĕнчи фермерсем, хастарсем те хăйсен продукцийĕсене сутаççĕ, алă ăстисем, юрăçсем пултарулăхĕпе савăнтараççĕ тата ытти те. Акă, çак кунсенче çеç агромаркетра «Тутлă Раççей» фестиваль иртнĕ. Декабрĕн 11 — 14-мĕшĕсенче йĕркелекен «Чувашия туристическая» форумра вара тĕрлĕ регионти вуншар паллă шеф-поварсем кунта килекенсене асамлă блюдăсен рецепчĕсемпе паллаштараççĕ, мастер-классем ирттереççĕ. Куçа илĕртекен çимĕçсене тутанса пăхма та май пур...
«Каскад» суту-илÿ çуртĕнче вырнаçнă «Пехет» агромаркетра канмалли кунсенче çемьепе, тăвансемпе пулма та кăсăклă. Унтан тулли хутаçпа çеç мар, тулли кăмăлпа та тухатăн!