Тыл пулăшăвĕ — çирĕп тĕрев

Категория: Публикации Опубликовано: 12.12.2025, 11:15 Просмотров: 77

Иртнĕ эрнере Чăваш Енри предприятисем, республикăра пурăнакансем ятарлă çар операцийĕнчи ентешсем валли черетлĕ ыр кăмăллăх пулăшăвне ăсатнă. СВО пуçланнăранпа регионтан 58-мĕш хут çула тухнă автоколоннăра салтаксене кирлĕ груз тиенĕ 5 фура пулнă.

— 5 фурăпа 90 тонна груз тиесе ятăмăр: 85 кубла метр йывăç материал, япăх çулсемпе те çÿреме пултаракан 5 автомобиль, квадроцикл, стройматериалсем, пичкесем, медикаментсем, буржуйка кăмакасем. Çак груз ентешĕмĕрсен службине палăрмаллах çăмăллатасса шанатăп,— палăртнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев

Яндекс.Метрика