Ку вӑл пӗтӗм ҫӗршывшӑн чаплӑ та паллӑ кун, пирӗн халӑхӑн хӑватне, вӑй-хӑватне сӑнарлать. Тӑван ҫӗршывшӑн службӑра паттӑрлӑх кӑтартнисене пурне те чыслатпӑр, Аслӑ вӑрҫӑн ветеранӗсен паттӑрлӑхне уйрӑмах мӑнаҫланса аса илетпӗр.
Вӗсем пирӗн пуласлӑхшӑн чи йывӑр кӗрешӳре чӑтнӑ, ҫӗнтерӳллӗ 45-мӗш ҫулта фашизма аркатнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсен ӑрӑвӗ хӑйсен хул пуҫҫийӗсем ҫинче мӗн пур йывӑрлӑха, нушана тӳссе ирттернӗ кӑна мар, кӗске вӑхӑтра ҫӗршыва ишӗлчӗкрен чӗртсе тӑратнӑ. Халӗ вӗсен ӗҫне ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем малалла тӑсаҫҫӗ, вӗсен хушшинче пирӗн ентешсем сахал мар. Вӗсем хальхи историн ҫӗнӗ страницисене ҫыраҫҫӗ.
Ҫӗршыв Паттӑрӗсене чыс туса Патӑрьел ялӗнчи пур харпӑрлӑх формиллӗ организацисемпе учрежденисен ертӳҫисем Мухтав Монуменчӗ умне чечексем хунӑ.
Çавăн пекех территори пайĕсенче те Тăван çĕршывăн Паттăрĕсене чыс туса мероприятисем йĕркеленĕ.