Депутатсем округ бюджетне пĕр саслăн йышăнчĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 12.12.2025, 11:26 Просмотров: 94

Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн 42-мĕш ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Патăрьел район прокурорĕ Андрей Афанасьев, территори пайĕсен пуçлăхĕсем, администрацин структура подразделенийĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç. Ларăва депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков ертсе пычĕ.

Депутатсем сессин кун йĕркинчи 12 ыйтăвне пăхса тухрĕç («Авангард» хаçатра ыйтăвĕсене пичетленĕччĕ). Тĕп вырăнта Патăрьел муниципалитет округĕн 2026 çул тата планпа пăхнă 2027 тата 2028 çулсем валли палăртнă бюджет. Ăна депутатсем пĕр саслăн йышăнчĕç. Бюджета муниципалитет округĕн экономикине, инфратытăмне, социаллă тата ытти сферăна аталантармалли плансене шута илсе йĕркеленĕ.

Патăрьел муниципалитет округĕнчи бюджетăн пĕтĕмĕшле тупăшĕ прогнозпа 1 378 727,9 пин тенкĕ. Маларахри çулсенчи пекех расхутсен пысăк пайĕ вĕрентÿ отрасльне аталантарасси çине каять. Вĕрентÿ учрежденийĕсен ĕçĕ-хĕлне тивĕçтерме бюджетран 743 955,4 пин тенкĕ яма планлаççĕ.

2025 çулхи бюджета пурнăçланин малтанхи пĕтĕмлетĕвĕпе тупăшсемпе расхутсем палăрмаллах ÿснĕ.Тупăш 1,8 млрд тенкĕ (пĕлтĕр 1,4 млрд тенкĕ), хамăрăн тупăшсем 387 миллион тенкĕ (2024 çулта 300,2 миллион тенкĕ). Бюджета пуянлатма пулăшакан тĕп çăлкуç тупăшран кĕрекен налук (45 процент, 200 миллион) ÿсни. Çавăн пекех муниципаллă программăсемпе проектсене пурнăçа кĕртме федераци тата республика бюджечĕсенчен хушма 363 миллион тенкĕ кĕнĕ. Расхутсен пайĕ 37 процент ÿснĕ. Округ çулталăка бюджет процесĕн лайăх динамика кăтартăвĕпе вĕçлет.

— Хамăр умма лартнă тĕллевсене пурнăçлани, халăха пурăнма, канма, çамрăксене аталанма кирлĕ услови туса пани тата ытти те — пирĕн пĕрлехи ĕç результачĕ. Çĕнĕ çулта та округ Пухăвĕн депутачĕсемпе пĕр шухăшлă пулса ĕçлеме пурне те пысăк хавхалану сунатăп,—терĕ Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов депутатсене пĕрлехи ĕçшĕн тав туса.

Альбина НИКОЛАЕВА

Яндекс.Метрика