Хаçатăмăрпа вулаканăмăр умĕнче таятпăр пуçăма...

Категория: Публикации Опубликовано: 12.12.2025, 11:27 Просмотров: 83

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче «Паянхи сас» ятпа кун çути курса «Авангард» ятпа пичетленме пикеннĕ хаçатăмăр 2026 çулхи февралĕн 8-мĕшĕнче 95 çул тултарать! Çын ĕмĕрĕпе танлаштарас пулсан округри массăллă информаци хатĕрĕ хисеплĕ «шур сухалсен» йышĕнче...

Историшĕн сахал мар тапхăрта хаçатăмăр та, унта тăрăшакансем те, çурт-йĕрĕ те чылай улшăнчĕ, çĕнелчĕ. Паян «Авангард» Интернет ĕмĕрĕ вăй илсе пынă тапхăрти МИХ хатĕрĕ пулса тăчĕ. 1931 çулхи хаçатпа паянхи кăларăма юнашар тытсан — çĕрпе пĕлĕт е мăйăрпа йĕкел пекех ăрасна, паллах. Тĕрĕссипе çапла пулмалла та ĕнтĕ. Цифра аталанăвĕ, информаци политики, массăллă коммуникаци вăй илсе пыни вулакан патне эрнере пĕрре çитекен хаçатăмăра та урăхларах содержаниллĕ, кучухнехи меслетпе калăпласа кăларма хистет. Çапах та хаçатăн истори страницине никам та чĕрсе пăрахаймасть. Çавăнпа та «АВАНГАРД» 95 çул тултарас умĕн хаçат пурнăçĕпе çыхăннă кивĕ сăн ÿкерчĕксене кашни номертех пичетлĕпĕр. Енчен те сирĕн архивра пире савăнтаракан сăн ÿкерчĕксем упрансан, редакцие ярса парăр.

Альбина ЕГОРОВА, «Авангард» хаçатăн тĕп редакторăн тивĕçĕсене пурнăçлакан

Яндекс.Метрика