Район хаçачĕ — вĕсен çемйишĕн «чун апачĕ»

Категория: Публикации Опубликовано: 12.12.2025, 11:33 Просмотров: 97

Çĕньялта пурăнакан Анатолий Дмитриев çемйи районта тухса тăракан «Авангард» хаçата хăйне ас тума пуçланăранпах çырăнса илет. «Пирĕн çемьешĕн вăл яланах «чун апачĕ» шутланнă. Хаçатпа тачă çыхăну тытнă атте ăна тухма пуçланăранпах, 1931 çултанпах вуланине, каярахпа çырăнса илнине калатчĕ. Халĕ вара мăшăрпа иксĕмĕр çеç мар, ачасем те «Авангардăн» çĕнĕ номерне чăтăмсăррăн кĕтетпĕр», — хавхаланса калаçрĕ вăл.

Анатолий Семенович паян хаçатăн чи çывăх тусĕ çеç мар, вăл сăвăсем, хайлавсем те шăрçалать. Сăмах май каласан, унăн пĕрремĕш сăвă кĕнеки 2020 çулта пичетленсе тухнă. Унтанпа автор тепĕр виçĕ кĕнеке те кăларнă. Çывăх вăхăтра пиллĕкмĕшне, улттăмĕшне те кун çути парнелес ĕмĕтпе пурăнать 70 çула капашакан çыравçă.

Пирĕн хастар вулаканăмăр тивĕçлĕ канăва кайиччен тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе ят-сум çĕнсе илнĕ: районти финанс пайĕнче, ВУСра, заправкăра, фермăра... Мăшăрĕпе, Валентина Николаевнăпа (вăл ĕмĕр тăршшĕпех фермăра ĕçленĕ) виçĕ ача çуратса ÿстерсе анлă çул çине кăларнă. Вĕсем те ашшĕ-амăшĕ пекех ĕçчен те маттур.

Альбина НИКОЛАЕВА

Яндекс.Метрика