2025 çулхи пĕтĕмлетĕвĕпе Патăрьелсем республикăра кăтартуллисен йышĕнче. Чăваш наци конгресĕн Мăн Канаш ларăвĕнче шăпах çакна палăртнă. Тĕп вырăна халăх культурипе чĕлхине аталантарассине хунă.
Çак тата ытти çивĕч ыйтусене шута илсе Чăваш наци конгресĕ çулсерен чылай пĕлтерĕшлĕ ĕç тăвать. Пĕрлешÿ кăçалхи кăтартусене пĕтĕмлетсе çитес çула палăртнă тĕллевĕсене Мăн Канаш ларăвĕнче сÿтсе яврĕ. Кунта тĕрлĕ тăрăхра уяв-тавраш йĕркелессипе пĕрлех ентешсем йышлă пурăнакан регионсенчи шкул ачисене тăван чĕлхене вĕрентес ыйту мала тухать. Çак ĕçре хастарсене пĕрлĕхри вăй тĕрев парать.
Чăваш наци конгресĕ тăван халăх культурин хуралĕнче тимлеме пуçланăранпа кăçал 33 çул çитрĕ. Çак хушăра хастарсем ăçта кăна çитсе мĕнле кăна пархатарлă ĕç туса ирттермен пуль? Паянхи кун конгресс тĕрлĕ регионти 100 ытла уйрăма пĕрлештерет. Унсăр пуçне пĕрлешÿ пайташĕсем çĕр чăмăрĕн тĕрлĕ енне сарăлса 8 çĕршывра ĕçлеççĕ. Вăл шутра Америкăпа Çĕнĕ Зеландире те. Мăн Канаш пайташĕсене тăван халăх умĕнчи ырă ĕçсемшĕн тав туса Леонид Черкесов Патшалăх Канашĕн Хисеп хучĕсемпе чысларĕ. Конгресс президентне вара — Валерий Клементьева — пухăннисем «Наци мăнаçлăхĕ» конкурс премине тивĕçнĕ ятпа саламларĕç. Чăваш наци конгресĕн Патăрьел муниципалитет округĕн вырăнти уйрăмĕ «Чăваш наци конгресĕн чи пултаруллă вырăнти уйрăмĕ» конкурсра палăрса диплома илме тивĕçрĕ.
Светлана КУЛАКОВА, Чăваш наци конгресĕн Патăрьел муниципалитет округĕнчи вырăнти уйрăмĕн ертÿçи