УЛЬЯНОВСК хулин ипподромĕнче 2026 çулхи сезона уçса юртă лашасен ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта спортсменсем йышлăн хутшăннă. Патăрьел муниципалитет округĕнчен те сахалăн мар. Спорт ветеранĕ Алексей Краснов тытса пыракан «Исток» çĕр ĕç фирмин Уникс лаши чи лайăх вăхăт кăтартса пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Урхамах 1600 метра 2 минут та 2 секкундра парăнтарнă. Çакăншăн икĕ кубока ( лаша хуçине тата старта тăракана) тивĕçнĕ.
Иккĕмĕш вырăна Кивĕ Ахпÿртре çуралса ÿснĕ Леонид Кошкин тухнă.
Февраль 2026 |
