Республикăри пултаруллă, вĕренÿре, спортра, обществăлла ĕçре, тĕпчев ĕçĕсенче тата ытти çĕрте пысăк кăтартусем тунă 1000 çамрăк Чăваш Республика Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ. Çав йышра Патăрьел муниципалитет округĕнчи яшсемпе хĕрсем те пур:
Алмаз Айнетдиновпа Эльвира Махмутова — индивидуаллă предпринимательсем, Андрей Воробьев — муниципалитет округĕн администрацийĕн экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕл пайĕн начальникĕн çумĕ, Станислав Мулюков — округ администрацийĕн культура, туризм тата информаци тивĕçтерÿ пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ, Анастасия Муськина — округ администрацийĕн право тата кадр ĕçĕсен пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ, Сергей Быков — Шалти ĕçсен Министерствин «Батыревский» уйрăмĕнчи изолятор начальникĕн çумĕ, Арслан Камалетдинов — Ыхра Çырминчи вăтам шкул вĕренекенĕ, Ангелина Макарова — Аслă Чементи вăтам шкул вĕренекенĕ, Евгения Михайловăпа Кирилл Петров — Нăрваш Шăхаль вăтам шкул вĕренекенĕсем, Азалия Салихова — «Паттăр» спорт шкулĕн хушма пĕлÿ паракан шывра ишессипе тата триатлон пайĕн вĕренекенĕ, Рамазан Тазетдинов — «Паттăр» спорт шкулĕн вĕренекенĕ, Адиля Феткуллова — Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкул вĕренекенĕ.
Февраль 2026 |
