— Çур ĕмĕр хушшинче Çĕнĕ Ахпÿртри çĕршер хоккеист хăйсен командине хÿтĕлесе çитĕнĕвĕпе республика тулашĕнче те сахал мар палăрчĕ, Патăрьел муниципалитет округне çÿллĕ шая çĕклерĕ. Паян мĕн пур тренер умĕнче пуçăмăра таятпăр. Хальхи вăхăтра та шкул ачисен «Олимп» хоккей командин обществăлла тренерĕ Алексей Михайлов ачасен спортри пултарулăхне ÿстерес тĕллевпе пурнăçласа пыракан ĕçĕсем савăнтараççĕ, кăтартăвĕсем курăмлă. Малашне те спортăн çак тĕсне тата ытларах сарма сире ăнăçу сунатăп,— терĕ Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Çĕнĕ Ахпÿртсене хоккеистсем ялти пăр «аренине» тухнăранпа 50 çул çитнипе саламланă май.
Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсенче Патăрьел муниципалитет округĕнчи ялсенче кашни кунах тĕрлĕрен спорт мероприятийĕсем, турнирсем иртрĕç. Çав вăхăтрах çынсем çемьесемпе, ачасемпе Патăрьелĕнчи тата ытти катокра, Кĕçĕн Арапуçĕнчи йĕлтĕр трассинче ярăнса та киленчĕç...
Çĕнĕ Ахпÿртсемшĕн вара вăрăм каникулăн пĕр кунĕ пуриншĕн те асра юлĕ, вăл ял историне те пысăк сас паллисемпе çырăнĕ. 2026 çулхи январĕн 10-мĕшĕнче вĕсем ялта çамрăксем шайбăпа хоккейла выляма пуçлани 50 çул çитнине чыслăн паллă турĕç.
Ирпе-ирех 2019 çулта Еленăпа Геннадий Тимченко ыр кăмăллăх фончĕн «Добрый лед» программипе пуянланнă пăр лапамĕнчи спорт фестивальне «Трус не играет в хоккей» юрă ватти-вĕттине хавхалантарса пĕрле пуçтарчĕ. Спортсменсен командисем пăр çийĕн чăр-чар чĕрсе клюшкăна хирĕçлисен хапхине кĕртессишĕн кĕрешĕве пуçăниччен сумлă хăнасемпе спорт ветеранĕсем, çамрăксем ялта хоккей вăййи мĕнле пуçланса кайни, вăл епле майпа тата камсем тăрăшнипе анлă çул çине тухни, паян Патăрьел муниципалитет округĕн мăнаçлăхĕ шутланакан «Олимп» командăн çитĕнĕвĕсем тата ытти пирки те кăмăлтан аса илчĕç.
Шайбăпа хоккейла вылясси кучухнехи спорт тĕсĕ мар. Аслă ăру çыннисем те унпа кăсăклансах вылянă. Çапах вăл яланах астармăш, кăсăклă, питĕ хĕрÿ те çивĕч кĕрешÿре иртекен вăйă. Хăравçăсем чăнласах та алла клюшка тытаймĕç... Кун пирки Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Евгений Мартышкин та хăйĕн сăмахĕнче палăртса хăварчĕ: «Çĕнĕ Ахпÿртсем ĕлĕкех çемьере ывăл ача çуралсан салтака юрăхлă пултăр тесе пилленĕ. Çакă вĕсен сăмах вĕçĕ пулман. Ун хыççăн «Чăн-чăн хоккеист пулса çитĕнтĕр» тесе кашниех хушса хунă»,— терĕ вăл хоккея аталанатарс енĕпе ял хавалĕн хакне тата çÿллĕрех шая çĕклесе.
Çĕнĕ Ахпÿртри вăтам шкулти хоккеистсен «Олимп» команди — Пĕтĕм Раççейри турнир çĕнтерÿçи. Унсăр пуçне вĕсем Уфара, Балаковăра, Чулхулара, Сочинче, Оренбургра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче те хăйсен вăйă ăсталăхĕпе палăрнă. Сăмах май каласан, паян чылай ят-сум çĕнсе илнĕ хоккеистсен ушкăнне чăн малтан 1975 çулта физкультура учителĕ Николай Михайлов йĕркелесе янă.
Юбилей ячĕпе туслă тĕл пулăва хутшăннă хоккей командисенчен пăр лапамĕн хуçисем — «Олимп» команда — каллех çĕнтерÿçĕ пулчĕ!
Альбина ЕГОРОВА
Февраль 2026 |
