Ентеш 75ре, ячĕ, ĕçĕ — хисепре

Категория: Публикации Опубликовано: 23.01.2026, 09:06 Просмотров: 57

НĂРВАШ Шăхалĕнче çуралнă чăваш поэчĕ, Çеçпĕл Мишши, Алексей Талвир, тĕнчери тĕрĕк халăхĕсен поэзийĕн Нежип Фазыл ячĕллĕ преми лауреачĕ, Чăваш Республика культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Раиса Сарпи (Бородкина) çуралнăранпа 75 çул çитнине паллă турĕ. Раиса Васильевнăн «За заслуги перед Чувашской Республикой» орден медалĕ те пур. Çавна май Пăлапуç Пашьел ял библиотекинче вулакансемпе «Раиса Сарпин хĕвел шевлиллĕ поэзи йĕркисем» литература паллашăвне йĕркеленĕ.

Раиса Васильевна чăвашла тата вырăсла 40 ытла кĕнеке пичетлесе кăларнă. 300 ытла сăвă калăпланă ентеш. 10 пьеса çырнă тата ытти те. Вĕсенче тăван çĕре юратнине, çынсен ĕçченлĕхне, пултарулăхне уççăнах палăртнă. Ырă та çутă ĕмĕчĕсене вулакансем патне çитернĕ.

Ача-пăча кĕнекисем те вуланаççĕ поэтăн. Раиса Сарпин поэзи тĕнчи тĕлĕнмелле те, илĕртÿллĕ те...

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Яндекс.Метрика