ÇЕМЬЕНЕ йыш хутшăнни, ача çурални пысăк телей. Вĕсене ÿстерессинче амăшĕсене патшалăх та пулăшу кÿретех. Ача амăшĕн капиталне çеç илер. Унăн укçа виçи кăçал татах та ÿсрĕ.
Чăваш Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарăвĕпе тата Чăваш Енри ĕç министерстви пулăшăвĕпе Патăрьелĕнчи халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центрта çемьесене пырса тивĕçекен çĕнĕлĕх ĕçе кĕртнĕ. Кунта тин çуралнă тата 3 çула çитичченхи ачасем валли малтанласа кирлĕ кирек хăш япалана та кивçен, вăхăтлăха илме пулать. Тивĕçтерÿ нумай ачаллă, пĕччен ÿстерекен амăшĕсене, студентсене, сахал тупăшлă çемьесене пулăшу кÿресси куçкĕретех. Арендăна коляскăсем, лартса апат çитермелли тенкелсем, ача чĕркемелли сĕтелсем тата ыттисене те илме пулать.
Виçĕ ачаллисене çăмăллăхсем татах та пур. Усă курма çеç ан ÿркенĕр.
Февраль 2026 |
