Йăх йывăççин тымарĕ тарăн

Категория: Публикации Опубликовано: 23.01.2026, 09:07 Просмотров: 50

ĔМĔР ĕмĕрлесси уй урлă каçасси мар. Çавах Шăнкăртамри Минкадире Хамбикова вара ăна та, кăна та пурнăçланă. Вăл 101 çул тултарнине паллă турĕ.

Минкадире Ыхра Çырминчи нумай ачаллă хресчен çемйинче çуралнă. Иртнĕ кун-çулне тăрăшуллă ĕçпе ирттернĕ. Çывăх çыннисем патне тимлĕх уйăрнă. Ĕç ветеранĕ, тыл ĕçченĕ ята тивĕçнĕскер, хăйĕн тăрăшулăхне пĕтĕмĕшле ĕçе тÿрремĕнех яни куç кĕретех. Хастарлăхĕ, мал ĕмĕтлĕ пулни Минкадире Зейдулловнăна йышлă çемьери тăваттăмĕш сыпăка кĕтсе илме май панă.

Иккĕмĕш ĕмĕре куçма пÿрнин вăрттăнлăхĕ çук унра. Ĕçченлĕхĕ, йывăрлăхсене çĕнме пултарни, кăмăл-туйăм уççи, кĕвĕçÿлĕх çукки, сывлăха упрани малта тăнă. Çывăх çыннисен, тăванĕсен хисепĕ малалла пурăнма хавхалантарать Минкадире Хамбиковăна.

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Яндекс.Метрика