ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ «СВОи Батыревский» ушкăн тыл хастарĕсемпе те, Украинăри ятарлă операцинче алла хĕç-пăшал тытса çапăçакансемпе те çыхăну тытать. Халăх пулăшăвне, шухăш-кăмăлне çĕршыв хÿтĕлевçисем патне çитерет. Час-часах гуманитари пулăшăвĕпе çула тухаççĕ. Çапăçу хирĕнче мĕн кирлине вăхăтра шута илме тăрăшаççĕ. Çанталăк сивĕтсе пынăран, акă, çĕр пÿртре, вăрманта пурăнакансене валли палассемпе коверсем вăхăтлă пулнине пĕлчĕç. Тÿрех çак ыйтупа ентсешсем патне тухрĕç. Тылра пурăнакансен мĕн кирли пурте пур. Тăрăнти Надежда Шумилова, Татьяна Шекеева, Марияпа Юрий Алексеевсем, Туçари Мария Сергеева, Çĕнĕ Ахпÿртри Николай Чумерин çийĕнчех палассемпе, коверсемпе тивĕçтерчĕç. Ыттисем те сĕнчĕç ăшă одеялсемпе минтерсем. Сăкăтри пукане халăх театрне çÿрекен ачасем те айккине юлмарĕç. Минтер пичĕсем çĕлерĕç, вĕсене тултарса аслă пиччĕшĕсем патне ăсатрĕç.
Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 4б класра вĕренекенсемпе ашшĕ-амăшĕ (ертÿçи Валентина Аппакова) тăваттăмĕш çул ашшĕсем, мăшăрĕсем, тетĕшĕсемпе шăллĕсем, ентешсем патне чун-чĕре ăшшине çырусем урлă, ытти пулăшупа тивĕçтерсе тăраççĕ.
Февраль 2026 |
