Социаллă пулăшу адреслă тата пахалăхлă пултăр

Категория: Публикации Опубликовано: 23.01.2026, 09:09 Просмотров: 49

Чăваш Енре социаллă политика çине ача çуралса çын хисеплĕ ватлăх çулне çитичченех пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çак кунсенче Чăваш Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕпе Алена Елизаровăпа социаллă пулăшăва тата адреслăрах, пахалăхлăрах тăвасси пирки сÿтсе явнă.

«Конкретлă çыннăн пурнăçĕ лайăх енне улшăннине курни маншăн пĕлтерĕшлĕ. СВО ветеранĕсен пур енĕпе те пулăшу туймалла. Паян таврăннă боецсен 67 проценчĕ ĕçе вырнаçнă ĕнтĕ. Эпир кашнинех хастар пулăшатпăр, реабилитацирен пуçласа кăмăла каякан ĕç шыраса тупасси таранах. Сывлăх уйрăмлăхĕллĕ ачасен ашшĕ-амăшне ытлашши бюрократирен хăтаратпăр. 2026 çулта округсенчи реабилитаци центрĕсен сетьне тата муниципалитетсенче мобильлĕ бригадăсене анлăлатăпăр. Пĕрремĕш хут сусăрланнă ачасем валли реабилитаци тума электрон сертификатсем кĕртетпĕр. Аслă ăрăва та хастар та интереслĕ пурнăç тума майсем туса паратпăр...— çапла палăртнă Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕçлĕ тĕл пулура.

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Яндекс.Метрика