Январĕн 21-мĕшĕнче республикăра, çавăн пекех Патăрьел муниципалитет округĕнче те Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унăн ĕçне Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕн пĕрремĕш çумĕ Елена Шашкарова, муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков, территори пайĕсен начальникĕсем, Патăрьелĕнчи мĕн пур харпăрлăх формиллĕ учреждени ертÿçисем хутшăнчĕç.
Пĕрлехи информаци кунне сÿтсе явма лартнă темăсем халăха паракан çăмăллăхсемпе, çĕнĕ тарифсемпе, ЖКХри улшăнусемпе, çамрăксем хушшинче терроризм идеологине хирĕç тăрас, пушар хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнмалли ыйтусемпе çыхăннă. Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн экологĕ Кристина Тямина тухса каларĕ, хĕллехи тапхăрта муниципалитет округĕнчи территори пайĕсенче хытă каяша вăхăтра ăсатасси мĕнле пурнăçланса пыни, çакăншăн яваплă организацисен ĕçĕ, контейнер площадкисене юртан тасатса, тирпейлесе тăрасси, ку тĕлĕшпе граждансенчен кĕрекен ыйтусене татса пани тата ытти ыйтусене çивĕчлетрĕ. Çĕнĕ çул тапхăрĕнчи вăрăм каникулта çеç пирĕн тăрăхран 184 тонна хытă каяша илсе тухнă.
Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн строительство тата çул-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов хĕллехи вăхăтра çулсене юртан тасатассине мĕнле йĕркеленипе паллаштарчĕ. Кун валли техника та, çул çине сапмалли хатĕрсем те çителĕклĕ кÿрсе килнĕ. Округри çулсене тăватă подрядчик тата сакăр индивидуаллă предприниматель пăхса, тасатса тăраççĕ, çил-тăмансенче çулсене вăхăтра уçма тăрăшаççĕ.
Çавăн пекех информаци кунĕнче çамрăксем хушшинче терроризм идеологине хирĕçлессипе пурнăçласа пыракан ĕçсем, вĕсенчен асăрханмалли майсем пирки округ пуçлăхĕн çамрăксемпе ĕçлекен советникĕ Татьяна Курнусова, хĕллехи тапхăрта ялсенче пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмалли çирĕп йĕркесем пирки Патăрьелĕнчи пушар надзорĕн начальникĕ Андрей Тукмаков шухăшсене çивĕчлетрĕç..
Чăваш Республикин Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕн пĕрремĕш çумĕ Елена Шашкарова граждансене коммуналлă çăмăллăхсемшĕн тÿлемелли улшăнусем, патшалăх паракан социаллă çăмăллăхсем тата ытти пирки те тухса каларĕ, ыйтусене хуравларĕ.
Альбина НИКОЛАЕВА
Февраль 2026 |
