Чăваш Республики цифра трансформацийĕн кăтартăвĕсемпе федерацин Атăлçи округĕнче тăваттăмĕш вырăн йышăннă: наци рейтингĕнче 35-мĕшĕнчен 24-мĕш йĕркене куçнă.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев регионăн цифра аталанăвĕн министрĕпе Михаил Степановпа тĕл пулнă, цифра трансформацийĕн 2025 çулхи ĕç-хĕлне тишкернĕ, малашлăх тĕллевĕсене палăртнă.
— «Цифра çине куçнин тĕллевĕ — республика çыннисем валли патшалăхăн пулăшу ĕçĕсемпе усă курмалли меллĕ, тухăçлă, паха мелсем йĕркелесси. Кашниех хальхи технологисем халăх ырлăхĕшĕн ĕçленине туйса илме пултартăр», — тенĕ Олег Николаев.
Февраль 2026 |
