Чăваш халăх хаçатне — 120 çул

Категория: Публикации Опубликовано: 23.01.2026, 09:19 Просмотров: 48

Республикăри чăвашсене пĕрлештерсе тăракан пĕрремĕш хаçат — «Хыпар» тухма пуçлани 120 çул çитрĕ! Пĕр ĕмĕр ытла пурăнать вăл, шурсухал тесен те йăнăш мар. Çак тапхăрта редакцинче, издательство çуртĕнче республика хыпарĕсемпе паллаштарса тăракан журналистсем хушшинче Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен тухнă перо ăстисем те пайтах. Арсений Тарасов, Владимир Рыбкин, Людмила Сачкова, Альбина Любимова, Михаил Арланов, Валентина Максимова, Ирина Кошкина, Валентина Яковлева тата ыттисем те хаçата кăсăклă статьясемпе пуянлатас, вырăнлă хыпарсене вулакан патне çитерес тесе тăрăшнă, хăшĕсем паян та тăрăшаççĕ.

ПĔЛМЕ

«Хыпар» хаçат никĕсĕ çинче 1918 çулхи нарăсра «Канаш» хаçат туса хунă, вăл ВКП (б) Чăваш обкомĕн тата ЧАССР ЦИКĕн органĕ пулнă. Ăна 1921 çулхи авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнчен Шупашкарта кăларма тытăннă. 1937 çулхи авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче хаçат ятне улăштарнă — «Чăваш коммуни» пулса тăнă. 1952 çулхи пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнчен — «Коммунизм ялавĕ». 1991 çулхи çурла уйăхĕн вĕçĕнче чăваш хаçачĕ хăйĕн ĕлĕкхи чăн ятне тавăрнă — каллех «Хыпар» ятпа тухма тытăннă.

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Яндекс.Метрика