Сывлăх çăлкуçĕ — сывă пурнăç йĕрки

Категория: Публикации Опубликовано: 23.01.2026, 09:24 Просмотров: 81

Раççей Федерацийĕнчи Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин, Чăваш Республикинчи Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкĕсенче тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнине паллă тунă май пĕлтĕр спортпа массăллă мероприятисен календарĕпе килĕшÿллĕн муниципалитет округĕнче 183 анлă спорт тупăшăвĕ иртнĕ. Вĕсене 20 пин ытла çын явăçнă. Тĕп вырăнта — халăх сывлăхне тĕреклетесси, сывă пурнăç йĕркине сарасси, анлă спорт мероприятийĕсене йĕркелесси, граждансене патриотла воспитани парасси, ăста спортсменсене палăртасси, вĕсене малалла аталанма пулăшасси.

Çулталăка çулленех Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕн, Раççей Федерацийĕн çутĕç отличникĕн, Нăрваш Шăхалĕнчи Василий Бородкинăн волейбол турнирне ирттерессипе пуçланă. Унта хамăрăн тата кÿршĕллĕ регионсен ăста вылявçисем хутшăнаççĕ.

Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем «Йĕлтĕр йĕрĕ-2025», «Наци кросĕ» чупусене кăмăллаççĕ. Вĕсене тĕрлĕ ÿсĕмри çĕршер çын явăçать.

Календарьте паллă спортсменсене халалласа йĕркеленĕ мероприятисем те йышлă. Нăрваш Шăхалĕнче маунтинбайк енĕпе икĕ хутчен тĕнче чемпионки, Пекинри çуллахи олимп вăййисен пăхăр призерĕпулнă тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ Ирина Калентьева ячĕпе Пĕтĕм Раççей, çăмăл атлетикăпа, дуатлонпа, «Корэш», «Кĕрешÿ» енĕпе республика шайĕнчи ăмăртусем йĕркеленĕ. Тĕнче класлă спорт мастерĕсен Фаина Красновăпа Александра Деверинскаян, тава тивĕçлĕ спорт мастерĕн Минсеит Тазетдиновăн парнисене çĕнсе илессишĕн тупăшусем пынă.

Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен ячĕпе спорт ăмăртăвĕсем чылай иртеççĕ. Вăл шутра Фирдус Камалетдинова асра тытса йĕркеленине те палăртмалла.

Раççей Федерацийĕнчи хĕç-пăшаллă вăйсен ветеранĕсем вырăнти спартакиадăсене кăмăлтан хутшăнаççĕ. Вăл виçĕ тапхăрпа иртет.

«Астăвăм çулĕпе» велочупу трасси 80 çухрăма (Патăрьел-Нăрваш Шăхаль-Аслă Чемен-Пăлапуç Пашьел-Патăрьел) тăсăлать. Вăл Çĕнтерÿ кунĕпе çыхăннă. Çав вăхăтра мини футбол турнирĕ, юртă лашасен чупăвĕ, çăмăл атлетика эстафети те иртет.

Муниципалитет округĕнчи Акатуй-Сабантуйра кашни енлĕ спорт тупăшăвне йĕркеленĕ тесен те йăнăшмастăп пулĕ. Физкультурник кунĕ яланах асра юлмалла иртет.

Физкультурăпа спортра патшалăх политикине пурнăçа кĕртес ĕçре ГТО нормативне тултарма ăнтăлакансем йышланни савăнтарать. Ĕç коллективĕсем те мала хураççĕ çакна. Тĕрĕслевсене муниципалитет округĕн спартакиади шутне те кĕртнĕ.

Малашлăхра ирттерекен мероприятисен географине анлăлатса пырасшăн, ăмăртусене çĕнĕ мелпе йĕркелессине пурнăçа кĕртесшĕн, спорт объекчĕсен пурлăхпа техника базине пуянлатассипе те тимлетпĕр.

Анатолий АФАНАСЬЕВ, «Паттăр» физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Яндекс.Метрика