«Авангард» хаçат редакцийĕн хисеплĕ ĕçченĕсем, пичет ветеранĕсем, вулакансем!

Категория: Публикации Опубликовано: 06.02.2026, 13:57 Просмотров: 90

Сире сумлă юбилейпе — «Авангард» хаçат никĕсленнĕренпе 95 çул çитнĕ ятпа — саламлатăп!

Тăхăрвун пилĕк çул, паллах, хаçатшăн, сахал мар. Çак тапхăрта тĕрлĕ йывăрлăх витĕр тухма тивнĕ пулсан та вăл чунĕпе çамрăк, самана таппипе пĕр тан утать. Кунран кун «Авангард» хаçат округ пурнăçне сăнлать, историе кĕртет. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна кашни килте кĕтеççĕ, çĕнĕ хыпарсемпе паллаштарнăшăн тав тăваççĕ. Çакă, паллах, район хаçачĕн журналисчĕсен, ытти ĕçченсен ĕçĕ мĕн тери хисеплине, чыслине, çав вăхăтрах яваплине кăтартать.

Юбилей ячĕпе саламланă май редакцинче вăй хуракансене пуçăнакан кашни ĕçре мал ĕмĕтлĕх, пуçарулăх, малашне те объективлă пулма, вулакан патне тĕрĕс информаци çитерме, калеме мăкалма памасăр çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевпе малалла ăнтăлма ăнăçу сунатăп. Пултарулăх ăс-хакăлĕ хаçата интереслĕ кăларма, вулакан кăмăлне тивĕçтерме пулăштăр. Хаçат пуласлăхĕ çутă, унăн ĕмĕрĕ вăрăм пултăр!

Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф СЕЛИВАНОВ

 

Сире хаçатăн 95 çулхи юбилейĕпе ăшшăн саламлатăп!

Сирĕн коллектив çак çулсенче округпа пĕрлех аталанса пынă май Чăваш Енри чи пысăк муниципалитетăн паллă пулăмĕсемпе çивĕч ыйтăвĕсене çутатать, пултаруллă çынсен пурнăçĕпе, ĕçĕпе паллаштарать. Эсир хаçатра пичетленĕ сăмаха вулакансем шанаççĕ, ĕненеççĕ. «Авангард» çитĕнĕвĕсен вăрттăнлăхĕ журналистсем хăйсен ĕçне юратса пурнăçланинче, пултарулăхра, хаçат çырăнакансене хисепленинче, çĕршывăн, регионăн обществăпа политика пурнăçне, социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене ăнланма, тĕрĕс çутатса пама пĕлнинче.

Тăван округăн экономикин аграри секторĕнчи пурнăçа тата ытти çитĕнÿсене уйрăмах тимлĕх уйăрнăшăн тав тăватăп. Саламланă май пурне те çирĕп сывлăх, ăнăçу, телей сунатăп!

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий АНТОНОВ

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика