«Ăçта çуралнă, çавăнтах кирлĕ пулатăн!»

Категория: Публикации Опубликовано: 06.02.2026, 14:04 Просмотров: 86

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта пурнăç çулĕ çине тăма хатĕрленекен çитĕнекен ăрупа аслисен тĕл пулăвĕ иртрĕ.

Унта аслă классенче вĕренекенсемпе пĕрлех ашшĕ-амăшĕ те хутшăнчĕ. Çамрăксен малашлăхне ялта курас тĕллев пулчĕ тĕл пулура. Хĕрсемпе каччăсемшĕн «Ăçта çуралнă, çавăнтах кирлĕ пулатăн» шанăçа пурнăçа кĕртесси тĕп тĕллев. Чăваш Енри ялсене çамрăксен пуçарулăхĕпе çĕнетсе пыни питĕ пĕлтерĕшлĕ паянхи кун. Ку енĕпе патшалăхăн пулăшу программисем те сахал мар. «Ял тухтăрĕ», «Ял фельдшерĕ», «Ял учителĕ» пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Культура ĕçченĕсене те патшалăх енчен пур пулăшу.

Ялхуçалăхĕнче каллех тин ĕçлеме пуçлакансене хавхалантарасси малта тăрать. Тĕрлĕ грантсем илме пулать.

Пухăннисен умĕнче проект ертÿçи тата авторĕ, Чăваш Республикинчи Общество палатин кăмăл-сипет пуянлăхĕсене, йăла-йĕркене тытса пыракан комисси председателĕн çумĕ, Раççейри Ашшĕсен канашĕн Президиумĕн членĕ Олег Волков тухса каларĕ. Вăл хăйĕн сăмахĕнче ял территорийĕсене аталантарасси тата сыхласа хăварасси, çемьесен пĕрлĕхне çирĕплетесси çинчен калаçу пуçарчĕ.

«Республикăри бизнес-инкубатор» учреждени ĕçченĕ Николай Кузьмин хăй тĕллĕн ĕç уçма шут тытнисене сĕнÿсем пачĕ.

«Ăçта çуралнă, çавăнтах кирлĕ пулатăн»! проект ялта çуралнă çамрăксене малашлăха курма май паракан шанăç пулни палăрчĕ.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика