Çĕнĕ çулталăка Сăкăтсем пысăк ĕмĕт-тĕллевпе пуçăнтăмăр. 2026 çулта та Чăваш Республикинче вăй илсе пыракан халăх бюджечĕн программипе икĕ проекта пурнăçа кĕртме палăртатпăр. Вĕсенчен пĕри каллех çула тирпейлессипе çыхăннă. Хальхинче Кариков урамне республика программипе хăтлăлатасшăн. Унăн пĕтĕмĕшле хакĕ 8 миллион та 388 пин тенкĕ. Вăл шутра республика бюджетĕнчен 5 миллион, округ бюджетĕнчен 838 пин тенкĕ, юридика пĕлтерĕшлĕ граждансенчен 430 пин тенкĕ, ытти вара халăх вăйĕпе пуçтарăнать.
Çĕнĕ çул пуçламăшĕнче çулсеренех муниципалитет округĕсенчи территори пайĕсенче граждансен пухăвĕсем иртеççĕ. Вĕсенче пĕрлехи вăйпа ялта пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетеççĕ, инфратытăма малалла аталантарас, халăх пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе пурнăçлакан ĕçсене сÿтсе яваççĕ, тĕрлĕрен ятарлă службăсен отчечĕсене итлеççĕ, граждансен ыйтăвĕсене хуравлаççĕ тата ытти те.
Иртнĕ эрнере Сăкăтсем те çакнашкал пухăва пуçтарăнтăмăр. Унăн ĕçне Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Фениль Алиуллов, округри депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Анатолий Казачков, «Красное знамя» хуçалăх ертÿçи Петр Никифоров, ял старости Борис Иванов, Общество самоуправленийĕн ертÿçи Юрий Чернов, ялти врач амбулаторийĕн, ветеринари участокĕн, вăтам шкулăн, культура çурчĕн ертÿçисем, граждансем хутшăнчĕç.
Ял халăхĕпе уççăн калаçмалли, ыйтусене сÿтсе явмалли, канашламалли сахал мар. Иртсе кайнă 2025 çул пирĕншĕн начар мар пулăмсемпе асра юлчĕ. Çакна та палăртма кăмăллă. Юлашки виçĕ çул хушшинче эпир халăх пуçарулăхĕпе, патшалăх пулăшăвĕн программипе яла хăтлăлатас тĕллевпе проектсене хастар хутшăнатпăр. Акă, 2024-2025 çулсенче Октябрьская урамри çула икĕ тапхăрпа (1 çухрăм та 693 метр) юсаса асфальт сартăмăр. Иртнĕ çул та ялта 11миллион та 575 пин тенкĕлĕх çула юсанă. Халăх бюджечĕн программине пурнăçа кĕртме пулăшса пынăшăн «Красное знамя» хуçалăх ертÿçине Петр Никифорова, Олег Лаврентьев предпринимателе, ытти хастарсене, ял халăхне чун-чĕререн тав тăватăп. Ку тĕлĕшпе малашне те пĕрлехи вăйпа яла çĕнетме, капăрлатма кар тăрасса шансах тăратăп.
2026 çулхи проектсенчен пĕри территори пайĕн çурчĕ умĕнчи площадкăна тирпейлесси, хăтлăлатасси. Ял варринчи çак лапамра канма та, унтан иртсе çÿреме те кăмăллă пултăр. Проект хакĕ 3 миллион та 300 пин тенкĕ ытла. Ăна пурнăçа кĕртме республика бюджетĕнчен икĕ миллиона яхăн, район хыснинчен 661 пин тенкĕ, предпринимательсенчен 331 пин тенкĕ, халăхран 330 пин тенкĕ каять.
Сăкăтсем пĕрлехи ĕçе яланах кар тăрса пурнăçлаççĕ. Иртнĕ çул Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнине халалласа ялта тирпей-илем ĕçне те чылай хутшăнтăмăр. Ял-йышпа, шкул коллективĕпе пĕрле йышпа субботник йĕркелесе федераци программипе хăтлăх кÿнĕ «Туслăх» паркĕнче 80 тĕп йывăç лартса хăвартăмăр. Обществăлла вырăнсене, масар территорине тирпейлĕ тытасси, урамсене тасатасси те пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри. Çавна май эпир çуркунне юр кайса пĕтсенех субботниксем йĕркелетпĕр.
Паллах, кирек мĕнле ялта та паянхи кун пурнăçламалли ĕçсем, халăха пăшăрхантаракан çивĕч ыйтусем пурах. Граждансен пухăвĕнче ял-йышпа вĕсем пирки те калаçрăмăр. Пухăва хутшăннă округ представителĕсем çынсене кăсăклантаракан тĕрлĕ ыйтăва хуравларĕç.
Вероника КУЗНЕЦОВА, Сăкăт территори пайĕн начальникĕ.
Март 2026 |
