Вĕренÿре те, спортра та харсăр

Категория: Публикации Опубликовано: 06.02.2026, 14:23 Просмотров: 93

Туçари вăтам шкулта тăххăрмĕш класра вĕренекен Эльвина Сафина вĕренÿре маттур пулнипе палăрса тăрать. Кĕçĕн класранпах вăл пур предметпа та пиллĕк паллăсемпе çеç пĕлÿ пухать, тавракурăмĕ те анлă. Нумай вулама юратать вăл. Интересĕсем те тĕрлĕ енлĕ.

Класс тата шкул пурнăçне хастар хутшăнать хĕр. Общество мероприятийĕсенчен те пăрăнса юлмасть. Тус-юлташĕ нумай унăн. Вăл уçă кăмăллă, кирек ăçта та малта пулма тăрăшать. Яваплăх пысăк унра. Класс тата шкул чысне çĕклеме тăрăшать.

Спортра та çитĕнĕвĕсем сахал мар Э.Сафинан. Ташă кружокне çÿренисĕр пуçне спорт секцийĕсене кăмăллать. Алă вăй виçессипе малти вырăнсене йышăнать. Вăл хутшăнмасăр ку енĕпе шкулта, муниципалитет округĕнче пĕр мероприяти те иртмест тесен те тĕрĕсех пуль. Республикăра йĕркеленĕ ăмăртусенчен те чылай чухне медальпе таврăнать. Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ команди йышĕпе Уфари чемпионатран, Атăлçи федераци округĕнчи тупăшуран çитĕнÿсемпе килчĕ.

Эльвина «Тутар чĕлхи, тăван чĕлхе», «Русский медвежонок», «Олимпус», «Кенгуру», «Британский бульдог» конкурссенче çулленех çĕнтерет.

Тăрăшуллă вĕренÿ чыса тивĕçтерет. Çавна май вăл Раççей Федерацийĕн вĕрентÿ министерствин Мухтав хутне те илнĕ. Муниципалитет округĕн администрацийĕн, «Паттăр» спорт шкулĕн, централизациленĕ клуб системин ертÿçисенчен илнисем те пур. Муниципалитет шайĕнче мала тухса историпе, физкультурăпа, тутар чĕлхипе тата литературипе те палăрнă.

Алă вăй виçессипе тĕрлĕ шайри ăмăртура илнĕ дипломсемпе грамотăсем — унăн портфолио пуянлăхĕ.

Спортпа туслă пулни Эльвинăна мал ĕмĕтлĕ, çĕкленÿллĕ, хастар пулма хăнăхтарать те.

Ираида КОЗЛОВА, Туçари вăтам шкулăн социаллă педагогĕ

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика