Василий Петров: «60 çул райхаçатпа çыхăну тытатăп»

Категория: Публикации Опубликовано: 06.02.2026, 14:46 Просмотров: 79

Район хаçачĕшĕн — «Авангардшăн» — кăçалхи çул уйрăм çул, вăл «Паянхи сас» ятпа çурални 95 çул тултарать, унăн паллă кунĕ — уявĕ. Паян унăн тусĕсем сахар мар. Вăл виçĕ пин ытла çырăнса илекен шучĕпе эрнере пĕрре пичетленсе тухать.

Эпĕ «Авангард» хаçатпа 1967 çултанпа çыхăну тытатăп. Вăл вăхăтра эпĕ «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕн комсомол организацийĕн секретарĕччĕ. Районти чи пысăк организаци пулнă май кунта ĕçлекенсенчен çурри çамрăксемччĕ. Вĕсене производствăн кашни участокĕнчех курма пулатчĕ. Çак çулах комсомолецсемпе çамрăксен икĕ бригадине тата футбол командине йĕркелесе ятăмăр.

Районти комсомол организацийĕн пĕрремĕш секретарĕ В.Чекушкин «Сельхозтехникăра» ĕçлекен комсомолецсемпе çамрăксен пархатарлă ĕçне тимлесе мана тĕнчери çамрăксен кунĕ ячĕпе, ăна августăн 12-мĕшĕнче паллă тăваççĕ, «Авангард» хаçата статья çырса пама сĕнчĕ. Хаçатăн тĕп редакторĕ Н.А.Фомин статьяна вуласа ырларĕ. Çырусен пайĕн заведующине В.Мальцевăна (йывăр тăприсем çăмăл пулччăр) хаçатра пичетлеме парса хăвартăм.

Вашаватлăн, сулмаклăн утатăн,

Кашнинех ыр сунан юлташла,

Сăмах туптаса эс çыратăн

Вырăсла, чăвашла, тутарла.

Тăрăнти Петровсен çемйишĕн «Авангард» — кĕтнĕ хаçат.

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика