Фестиваль чи лайăххисене палăртрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 06.02.2026, 14:50 Просмотров: 92

Сăкăтри вăтам шкулта муниципалитет округĕнчи шкулсенче географипе вĕрентекенсен черетлĕ ХIV методика фестивалĕ иртрĕ (сăн ÿкерчĕкре унăн саманчĕ). Ăна кунта йĕркелеме пĕлÿ çуртĕнчи географи кабинечĕ 2025-2026 вĕренÿ çулне хатĕрленнĕ май муниципалитет округĕнче чи лайăххи ята тивĕçни те хистерĕ.

Фестивале Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне халалланă. Тепĕр тĕллевĕ — вĕрентекенсен опычĕпе паллашасси, ачасене пĕлÿ панă вăхăтра çĕнĕ мелсемпе усă курасси.

Конкурсра 11 вĕрентекен тупăшрĕ. Вĕсем 4 урок, класс тулашĕнчи 4 мероприяти, 2 мастер-класс ирттерчĕç.

Кунти географи учителĕ Сергей Елкин 5 классемпе хĕвел йĕри-тавра планетăсем мĕнле çаврăннине, компаспа тĕрлĕ азимутпа çÿренине, уçлăхра каçхине кирлĕ çăлтăра тупма май пуррине, материксемпе океансем куçса çÿренине вăйă евĕр кăтартса пачĕ. Вĕрентекен вара «Чи лайăх географи урокĕ» номинацире палăрчĕ.

Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкул учителĕ Лидия Павлова 7 класра вĕренекенсемпе Африкăна çÿлçÿреве кайса «Вĕрентÿ стандарчĕпе килĕшÿллĕн ирттернĕ урок» номинацие тивĕçрĕ.

Шăнкăртамри Э.Феизов профессор ячĕпе хисепленекен шкулти Фирдиня Юнусова географи, Гельсирен Забирова математика вĕрентекенĕсен ĕçне эксперт комиссийĕ «Чи лайăх пĕрлештернĕ урок» тесе хак пачĕ.

8 класра «Раççейĕн чĕрĕ символĕсем» класс тулашĕнчи мероприятипе Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул учителĕ Алина Кузнецова палăрчĕ. Çавăн пекех Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти Алсу Хакимова, Ыхра Çырминчи Райля Вахитова, Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти Ремзия Багманова та çак енĕпех чыса тивĕçрĕç.

Çĕньялти Г.Айхи ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти Надежда Тихонова «Географин чи лайăх экономика урокне» ирттерчĕ. Турханти вăтам шкулти Владимир Башмаковпа Çĕнĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти Сергей Кальметов «Чи лайăх мастер-класс» номинацире палăрчĕç. Вĕсем вĕрентĕвĕн çĕнĕ меслечĕсемпе тата экзаменсене тĕплĕнрех хатĕрленмелли майсемпе паллаштарчĕç. Вĕрентекенсемпе «Ĕçлĕ вăйă» ирттерчĕç.

Палăрнисене муниципалитет округĕн администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт управленийĕн грамотисемпе Ирина Скворцова методист чысларĕ.

Сергей ЕЛКИН

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика