Шăхач библиотекин фондĕнче 7344 кĕнеке упранать. Вулавăш 14 тĕрлĕ хаçат-журнал çырăнса илет. Библиотекăна Шăхач тата Кĕçĕн Чемен ялĕсенчен вулакансем çÿреççĕ. Вăл Шăхач территори пайĕн администрацийĕн çуртĕнче вырнаçнă. Кунта «Çăлкуç» фольклор тата «Çĕнтерÿ волонтерĕсем» клубĕсем ĕçлеççĕ.
Библиотека палăртнă мероприятисене пурнăçа кĕртсе пыма тăрăшать. Вулакансен йышне те чакармаççĕ. Сывă пурнăç йĕркине тытса пырассипе те тимлеççĕ Çитĕнекен ăрăва наци культури, тăван ен историйĕ патне явăçма интересĕсене çуратаççĕ. Вулакансем Интернет çыхăвĕпе тĕнче шайĕнчи информацие те пĕлсе тăма пултараççĕ.
Библиотека чăннипех те ял халăхĕсен культурăллă канăвĕн центрĕ шутланать. Кунта кирек хăш ÿсĕмри çын та киленĕç тупма пултарать.
Библиотекăра «Тăван ял — çуралнă кĕтес» проект ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пырать. Çавна май ирçе наци халăхĕн йăли-йĕркине те манăçа кăлармаççĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул тултарнине паллă тунă май «Вăрçă ачисем: волонтерсен юхăмĕ» йĕркеленĕ. Кĕçĕннисем валли «Экологи — ачасен куçĕпе» проект пурнăçа кĕрет. Çулталăк тăршшĕпех Чăваш Республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Чăваш Енĕн илемлĕ çу кунĕсем» проекчĕпе ĕçлерĕç. Çавна май территори пайĕнче пурăнакансемпе хăнасен асĕнче юлмалли мероприятисем сахал мар ирттернĕ.
Иртнĕ çулхи кăтартусемпе вулавăш «Республикăри яллă вырăнсенчи чи лайăх библиотека» ята тивĕçнĕ. Чыса çĕнсе илме ансатах мар. Çавăнпа та кунта ĕçлекен Светлана Убаськина культура, вĕрентÿ учрежденийĕсемпе, участокри суйлав комиссийĕпе, фельдшерпа акушер пункчĕпе, хĕрарăмсен, ашшĕсен, çамрăксен канашĕсемпе, ытти сферăсемпе тачă çыхăну тытать. Аслă Чементи вăтам шкулта вĕренекенсем кăмăллаççĕ библиотекăна çÿреме.
Кунта тĕрлĕ мероприяти иртет. Çемье çинчен калаçу пуçарма кăмăллаççĕ. «Атте, анне, эпĕ — чи нумай кĕнеке вулакан çемье» конкурса хутшăнакан хастарсем пур. Юбилярсен каçĕсене палăртаççĕ. Чăваш, вырăс, ирçе халăхĕсене пĕрлештерекен «Эпир пĕр йывăçăн турачĕсем» театрализациленĕ представленисем ирттереççĕ.
Библиотека ят-сумне тивĕçлипе тытса пырать Светлана Николаевна. Маларах кунта Раиса Горшкова ĕçленĕ. 30 çул утнă вăл бибилиотекăна. «Районти чи лайăх библиотека» ята та тивĕçнĕ вăхăтĕнче вулавăш çурчĕ. Ун чухне Интернет ĕмĕрĕ пулман. Раиса Константиновна уй-хирте-и, выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлекенсем патĕнче-и, шкулта-и яланах кĕтнĕ çын пулнă. Ватăсем патне килĕсене çÿреме те ÿркенмен. Ачасене конкурссене явăçтарнă.
Чыса çĕре ÿкерменни, ламран-лама куçарса пыни савăнтарать. Çакна çирĕплетет те ĕнтĕ конкурсра çĕнтерни.
Альбина АСТРАХАНЦЕВА
Март 2026 |
