Пит çинче илемлĕ кулă — сирĕн сывлăхăн палли

Категория: Публикации Опубликовано: 06.02.2026, 14:59 Просмотров: 89

Шăл ыратни каçсерен çывăрма памасан час-часах эпир стоматолог çинчен аса илетпĕр. Шăл нумай вăхăт хушши сывă та çирĕп упрантăр тени — пурнăçланма пултаракан тĕллев. Тăтăш профилактика кирлех. Çакă вăл организмăн пĕтĕмĕшле сывлăхне хывнă тÿпе.

Мĕншĕн пĕлтерĕшлĕ? Кариес тата шăл чирĕсем — организмра вăраха кайнă инфекци вучахĕсем. Вĕсем чĕрене, сыпăсене, пÿрене, хырăмлăх трактне витĕм кÿме пултараççĕ.

Килте профилактика тума 5 май пур: шăла кунне икĕ хутран кая мар щеткăпа шăл тунинчен шăл хĕрринелле тасатмалла. Чĕлхе тата шăл çийĕсем çинчен ан манăр. Щеткăна 3 уйăхран улăштармалла.

Шăл хушши — хăрушлăх зони. Щеткăпа 60 процент çиелтен çеç тасалать. 40 процентне вара шăл тасатакан çиппе, иригаторпа усă курмалла. Çакă шăл хушшинчи кариеса хирĕç кĕрешме пулăшать.

Куллен усă курмашкăн фторлă шăл пасти юрăхлă. Вăл эмале çирĕплетет. Шăл тунисем чирлĕ пулсан тухтăрсем сĕннипе ытти пастăсемпе усă курмалла.

Пылак тата йÿçĕ апат-çимĕç çиессине е шĕвек ĕçессине чакармалла. Чăкăт, тăпăрчă, ешĕл апат, пахча-çимĕç, шыв — сывă кулăшăн лайăх туссем.

Шăла тасатма çук вăхăтра 10-15 минут сахăрсăр чăмлак чăмлама юрать. Вăл шăлсене тасатма пулăшать.

Ачасене те тĕрĕс гигиена пирки пĕрремĕш шăлсем тухсанах хăнăхтарăр.

Килти профилактикăсăр пуçне çулталăкне икĕ хутчен стоматолог патĕнче пулма тăрăшмалла. Ăна йăлана кĕртме тăрăшăр.

Антонина САНДЫРКИНА, стоматолог-терапевт

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика