Паттăрсене асра тытса — турнир

Категория: Публикации Опубликовано: 13.02.2026, 09:03 Просмотров: 153

СПОРТПА туслисемшĕн округра кашни эрнере мероприятисем иртеççĕ. Акă, февралĕн 22-мĕшĕнче Алманчăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта Украинăри ятарлă çар операцинче паттăрла пуçĕсене хунă Николай Сымов, Алексей тата Сергей Михеевсен, Иван Волков, Вячеслав Степанов, Вячеслав Аляшкин ячĕсемпе мини-футбол турнирĕ ирттереççĕ. Ентешсене сума суса, асра тытса йĕркелекен ăмăртава пурте хутшăнма пултараççĕ.

Алманчăсем Украинăри ятарлă çар операцинчи салтаксем валли хÿтĕлев сеткисене çыхассине те аван йĕркеленĕ. Çĕршыв хÿтĕлевçисене вĕсем питĕ кирлине лайăх ăнланаççĕ.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика