Шупашкара пысăк автобуссем çитнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 23.11.2018, 10:33 Просмотров: 359

Чăваш Ене хулара çÿрекен автобуссен пĕрремĕш партийĕ çитнĕ. Вĕсем транспорт реформине пуçлĕç. Кун çинчен хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хăйĕн соцсетьри страницинче пĕлтернĕ.

Декабрĕн 1-мĕшĕнче Шупашкар урамĕсенче пысăк тата вăтам автобуссем çÿреме тытăнĕç. Вĕсене Ликинскри автобус заводĕнче туса кăларнă. Ноябрĕн 17-мĕшĕнче 38 автобус килнĕ, ку эрнере тата 77 çитĕ.

Çĕнĕ автобуссем 3, 5, 7, 12, 19, 20, 24, 26, 37 маршрутсемпе çÿрĕç. Декабрĕн 1-мĕшĕнчен автобуссен 18 маршрутне рейсран кăларĕç, 15-ĕшĕн схемине улăштарĕç.

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика