Истори вырăнне çĕнетесси - тĕп тĕллевсенчен пĕри

Категория: Публикации Опубликовано: 23.11.2018, 10:39 Просмотров: 254

Ноябрĕн 21-мĕшĕнче районта Информаци кунĕ иртрĕ. Çавна май район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Пĕрлехи информаци кунĕн ĕç ушкăнĕпе тĕл пулчĕ. Районта çак кун Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, Чăваш Республикин культура, архив ĕçĕн тата наци ыйтăвĕсен министерствин строительство тата культура еткерлĕх объекчĕсене упракан пай начальникĕ Сергей Краснов, Чăваш Республикин строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствин градостроительство тата архитектура пайĕн начальникĕ Наталья Игнатьева, Чăваш Республикин информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерствин «Чăваш Енри наци телерадиокомпанийĕ» автономи учрежденийĕн пĕтĕмĕшле ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Александр Магарин, Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн тĕп сотрудникĕ Наталия Степанова, Сергей Ювенальев художник-дизайнер, Владимир Алмантай краевед-тĕпчевçĕ пулчĕç.

Пĕрлехи инфрмаци кунне хутшăннисем Пикшик ял тăрăхĕнчи федераци пĕлтерĕшлĕ культура еткерлĕхĕ шутланакан «Тикеш хулашĕ» вырăнĕнче пулса историпе археологи комплексне çĕнетес ыйтăва пăхса тухрĕç, унăн эскиз проекчĕпе паллашрĕç. Çакнашкал истори пĕлтерĕшлĕ вырăнсене çĕнетни вырăнти халăхăн историне, культурине тата тĕплĕнрех пĕлме, Юхмапа Пăла тăрăхне туристсене ытларах илентерме те май парать. Тĕл пулура çак шухăша çивĕчлетрĕ те район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов.

А. ЕГОРОВА.

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика