Кĕр мăнтăрĕ никама та хур ан кỹтĕр

Категория: Публикации Опубликовано: 23.11.2018, 10:42 Просмотров: 477

ИРТНĔ шăматкун Нăрваш Шăхалĕнчи пĕр хуçалăхра пушар тухнă. Кăçал çак ял тăрăхĕнче çеç тăваттăмĕш хут вутпа куçа-куçăн кĕрешме тивнĕ.

Хальхинче ирхине 10 сехетре кил хуçи лаçра выльăх апачĕ хатĕрлеме пикеннĕ. Анчах асăрханса ĕлкĕреймен курăнать, хăй унталла-кунталла çỹренĕ вăхăтра вут-кăвар сиксе ỹксе малтан лаççине, унтан мунчине сиенленĕ. Юрать-ха ăна малалла çунма паман, пỹрт-çуртне те сыхласа хăварнă.

Ялсенче чылайăшĕ хур-кăвакал, ытти выльăх-чĕрлĕх валли çапла апата пĕçерсе çитерет. Кĕр мăнтăрĕпе пуçтарнă ытлашши çимĕçе вырнаçтармалла-çке. Çавăнпа та пушар хăрушсăрлăх йĕркине пурин те çирĕп пăхăнмалла. Çунакан кăмакана тимлĕхсĕр пăрахса хăвармалла мар.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика