Коопераци пĕчĕк ялсене аталантарасшăн

Категория: Публикации Опубликовано: 30.11.2018, 08:33 Просмотров: 233

Шупашкарта коопераци институтĕнче РФ Центросоюзĕ тата Чăваш Республикин Правительстви пĕрле йĕркеленĕ «Çĕнĕ коопераци — пĕчĕк хуласемпе ялсен аталанăвĕн никĕсĕ» пленарлă канашлу иртнĕ. Ларăва РФ Правительствин, РФ Патшалăх Думин, ĕç тăвакан влаç органĕсен представителĕсем, регионсен потребсоюз ертÿçисем хутшăннă. Канашлура пĕчĕк ялсемпе хуласенче социаллă тата мобильлĕ инфратытăма аталантарассине, халăхран пахча çимĕç, улма-çырла туянассине централизацилессине, нумай функциллĕ курттăм тавар туянакан тата сутакан центрсем туса хурассине сÿтсе явнă. РФ Центросоюз Канашĕн председателĕ Дмитрий Зубов çĕршыври потребкоопераци ĕç-хĕлĕн кăтартăвĕсем çинчен каласа кăтартнă, малашлăх тĕллевĕсене палăртнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра влаç органĕсен тата потребительсен кооперацийĕсен предприятийĕсен пĕрлехи ĕçĕпе паллаштарнă.

 

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика