Ентеше асра тытса

Категория: Публикации Опубликовано: 30.11.2018, 08:35 Просмотров: 265

Район хăйĕн "сăпкинче" нумай паллă çынна сиктерсе ỹстернĕ. Вĕсенчен пĕри - Тăрăнта 1897 çулта çуралнă А. Васильев. Вăл 1916 çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă.

1920-1923 çулсенче Патăрьел тата Пăва уезчĕсен халăха вĕрентес органĕсенче тăрăшнă.

Алексей Васильевич 1932-1937 çулсенче Чăваш Автономи Республикин çĕр ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Халăх Комиссариачĕн наркомĕ пулнă. 1937 çулта ăна ЧАССРти ЦИК председателĕн çумĕ пулма суйланă.

1950-1964 çулсенче А. Васильев республикăри ял хуçалăх министерствинче ĕçленĕ. Алексей Васильевича ЧАССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотипе тата Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă.

Вăхăтĕнче ентеш политика репрессине те тỹснĕ. Унăн ячĕ вилĕмсĕр. Çакна çирĕплетсе Тăрăнта вăл пурăннă çуртра мемориал хăми уçрĕç. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов, Тăрăн ял тăрăх пуçлăхĕ К. Михеев, А. Васильев мăнукĕ С. Казаков, АПК ветеранĕсем, тăванĕсем тата ял халăхĕ хутшăнчĕ.

Мемориал хăмине уçма районти АПК канашĕн председателĕ М. Хафизов тата Алексей Васильев мăнукĕ С. Казаков тивĕçрĕç.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика