Савăнăçĕ иксĕлми

Категория: Публикации Опубликовано: 30.11.2018, 08:37 Просмотров: 286

Раççей Федерацийĕпе Чăваш Республикин правительстви йышлă ачаллă çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерес тĕлĕшпе юлашки çулсенче нумай ĕç тăваççĕ. Ку хутĕнче черетлĕ савăнăç Сăкăтри Николай Назаров çемйине çитрĕ.

Çак ятпа вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, строительство, обществăлла инфраструктура аталану пайĕн начальникĕ Р. Ямалетдинов тата Сăкăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л. Чернов саламласа 129 тăваткал метрлă пурăнмалли уйрăм çурт уççине тыттарчĕç. Пурнăçра çемьене телей, ăнăçу сунчĕç.

5 тата унран ытларах ачаллă çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтермелли Чăваш Республикин саккунĕпе килĕшỹллĕн пирĕн районта 2009 çултанпа нумай ачаллă 23 çемьене 46 миллион тенкĕлĕх çурт-йĕр туса панă. Кăçал вара федераци программипе 3 çемьене савăнăç кỹнĕ. 7 миллион тенкĕ ытла укçа тăкакланă.

Сăкăт ял тăрăхĕнче çакнашкал телей 3 çемьене пỹрнĕ.

Программа малашне те пурнăçа кĕрсе пымалла.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика