Часовньăна сăвапланă

Категория: Публикации Опубликовано: 25.12.2018, 11:54 Просмотров: 236

Декабрĕн 24-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн епископĕпе Феодор преосвященнейшийпе тĕл пулнă. Вĕсем тума пуçланă чиркỹсене вĕçлессипе йĕркелемелли ĕçсене, çамрăксене тĕн тĕлĕшпе тĕрĕс воспитани парассипе тата ытти ыйтусемпе те калаçнă. Вăхăтĕнче чиркỹсемпе мечĕтсене хупнă пулсан, халĕ патшалăх тĕн ыйтăвне тимлĕх уйăрни чăннипех те савăнтарать. Çавăн пекех Çĕнĕ Ахпỹртре тăвакан храма çитсе курнă. Унтан Феодор преосвященнейший Патăрьелне Шăнкăртам енчен килсе кĕнĕ çĕрте çветтуй Николая хисеплесе лартнă часовньăна сăвапланă. Çак ĕçе хастар хутшăннă çынсем район администрацийĕпе "Единая Россия" партин вырăнти уйрăмĕн Тав çырăвĕсемпе тата Архиерей грамотисене тивĕçнĕ.

(Хамăр корр.).

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика