Çитĕнỹ савăнтарать

Категория: Публикации Опубликовано: 25.12.2018, 11:55 Просмотров: 273

 

Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхи тата тăван ен культурин урокĕсене Г. Хлебникова, М. Иванова тата Т. Дмитриева юратса вĕренме хавхалантараççĕ. Вĕсем виççĕшĕ те аслă категориллĕ.

Шкулта 20 çул ытла краеведени музейĕ ĕçлет. Унăн ертỹçи - Г. Хлебникова. Музей пĕрре те пушă тăмасть. Час-часах кунта вĕрентекен тăван ен культурин урокĕсене ирттерет. Ĕлĕкхи япаласене курма кăна мар, вĕсене мĕнрен тунине тата мĕн тума кирлине пĕлме шкулти аваллăх управçи чылай пулăшать. Çулсерен вăл экспонатсемпе пуянланса пыни савăнтарать. Атте-анне, вĕрентекенсем, вĕренекенсем ĕлĕкхи япаласене музея илсе килсе паратпăр.

"Çамрăк краевед" кружок ĕçлет. Унта çỹрекенсем, 6 а класс ачисем, хăйсен çемье-йăх историне тĕпчесе хаçат кăларчĕç. Ку тĕпчев ĕçне кружок членĕсем тăрăшсах пурнăçларĕç. Краеведсем республика шайĕнче иртекен конкурссене час-часах хутшăнса дипломсем çĕнсе илеççĕ. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче музей енĕпе кăна 5 çĕрте палăрса çĕнтерỹçĕсемпе призерсем пулчĕç. Ку вĕренỹ çулĕнче те хастарсем савăнтараççĕ.

А. Дмитриева, Е. Елистратова, Ю. Платонова "Эткер" ирттерекен "Хамăр алăпа тунă пуканесем" конкурса хутшăнчĕç. Пĕрле вĕренекен М. Воробьева - чи хастаррисенчен пĕри. Республикăри конкурссенче темиçе çĕрте те палăрма ĕлкĕрчĕ вăл. Нумай пулмасть "Коммерци реклами" номинацире "Хурăн милĕк" ятлă реклама кăтартса 2-мĕш вырăн йышăнчĕ. Мария сăвăсем шăрçалать. Районта иртекен сăвă конкурсĕсене яланах кăмăлтан хутшăнать.

А. КАРЯГИНА, 10 класра вĕренекен

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика