Нимĕç чĕлхине пĕлекенсен турнирĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 25.12.2018, 11:56 Просмотров: 233

Ют çĕршыв чĕлхине алла илме класс тулашĕнчи ĕçсем те пулăшаççĕ. Çавна май Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 5 а класра нимĕç чĕлхине пĕлекенсен турнирне ирттертĕмĕр. Мероприяти маларах уроксенче вĕреннĕ "Паллашу", "Выльăх-чĕрлĕх" темăсемпе пулчĕ. Конкурс командăсем хушшинче иртрĕ. Çавах та уйрăм вĕренекенсене те палăртма май пулчĕ. Хăшĕсем нимĕçле шакăлтаттарса калаçма пултарчĕç. Çаксен йышне Л. Ляллинăна, А. Сулагаевăна, А. Емельяновăна, Ж. Красновăна кĕртме пулать. Турнир пурне те килĕшрĕ. Унта туслăх çĕнтерчĕ.

Тĕпрен илсен, ачасем акăлчан чĕлхине çеç мар, нимĕç чĕлхине те кăмăлтан вĕренеççĕ.

Е. МАТРОСОВА, акăлчан тата нимĕç чĕлхисене вĕрентекен.

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика