Ентеш кĕнекипе паллашрĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 25.12.2018, 11:58 Просмотров: 278

Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулта М. Сафаровăн "Татарнын бер Согыты" кĕнекине хакларĕç. Минназим Сафаров - журналист, Тутар Республикинче тухса тăракан "Ватаным Татарстан" хаçатăн тĕп редакторĕ. Вăл Тутар Сăкăт ялĕнче çуралса ỹснĕ. Хăйĕн пĕрремĕш кĕнекинче ентеш тăван ял историпе культурине çутатнă.

Презентаци акт залĕн сцени çинче ачасен концерчĕпе пуçланчĕ. Унтан шкул директорĕ Г. Сабитова сăмах илчĕ. Гельнур Нурулловна вĕренỹ çурчĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.

Минназим Мавлетович кĕнеке содержанийĕ çинче чарăнса тăчĕ. Материалсене темиçе çул пухнине палăртрĕ. Çак ĕçре ялта пурăнакансем, вăл шутра учительсем, аксакалсем, ыттисем пысăк пулăшу кỹнĕ. Уйрăмах тивĕçлĕ тỹпе хывнăшăн А. Халитова, М. Салихова, Г. Сабитовăна, А. Абяновна, С. Сабитовăна, Ч. Вахитовăна Тав çырăвĕсем пачĕ. Автор шкула пушă алăпа та килмен. Вăл хăйĕн библиотекинчи кĕнекисене парнелерĕ.

Мероприятие ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М. Хакимов, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ З. Сабитов, ял тăрăхĕнчи депутатсен Пухăвĕн ертỹçи, унчченхи шкул директорĕ, ветеран-учитель Х. Сабитов, районти вĕрентỹ пайĕн ертỹçи пулнă Р. Сафиуллов, Галиаскар-хазрат тата Мансур Салихов мечĕт представителĕсем хутшăнчĕç. Çавăн пекех юрлакан М. Мортазина, Гузелия, ТНВ, ТНВ-планета телеканалсене ертсе пыракан Г. Сафарова, Ульяновск хула Думин депутачĕ Р. Абитов тата ыттисем те пулчĕç. Сăмах илнисем кĕнекене пысăк хак парса иккĕмĕш томне çырма сĕнчĕç.

А. АБЯНОВА.

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика