ХĔЛЛЕХИ вăхăтра çынсен пушă вăхăт ытларах, пĕр вĕçĕм телевизор умĕнче те ларасах килмест. Ялсенче сывлăха уçă сывлăшра çирĕплетес тĕллевпе каçсерен скандинави уттипе çỹрекенсем нумайланчĕç. Туçара пурăнакансем вара кĕркунне тунă ача-пăча лаптăкне футболла выляма тухаççĕ. Ватти-вĕтти мечĕке унталла та кунталла тапать.
Ытларикунпа кĕçнерникун спортăн волейбол тĕсне юратакансем спортзала пухăнаççĕ.
Анат Туçари шкул спортзалĕ те пушă тăмасть. Кунта ачасем час-часах тренировкăна çỹреççĕ. Нумай пулмасть А. Сурков предприниматель пулăшнипе ял çамрăкĕсем электричество çутисене улăштарнă.
Ноябрь 2024 |