Пăлапуç Пашьелсем уявра савăннă, диплома тивĕçнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 28.12.2018, 16:05 Просмотров: 228

ШУПАШКАРТИ Трактор тăвакансен керменĕнче халăх пултарулăх ушкăнĕсен фестиваль-конкурссенчи çĕнтерỹçĕсем хушшинче "Фестиваль ярмăркки" ятпа конкурс иртнĕ. Унта хутшăнакансем чăваш халăхĕн çулталăкри - январьтен пуçласа декабрьччен _ уявĕсене, йăли-йĕркине сăнласа панă. 18 районти 30 ытла коллектив хăйсен пултарулăхне сцена çинче кăтартнă. Пирĕн районти Пăлапуç Пашьелĕнчи "Пашьел" фольклор ушкăнĕ октябрь уйăхĕнче иртекен уявсенчен пĕрне - Кĕр сăрине - еплерех паллă тунине халăх умне кăларнă. Вĕсен ăсталăхне тỹресем пысăка хурса хакланă, малашне те ăнăçу сунса диплом тата парне панă. 

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика