Патăрьел муниципалитет округĕнче çулсеренех федераци, республика шайĕнчи проектсемпе, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче социаллă пурнăçпа экономикăна 2025 çулччен комплекслă аталантармалли программăпа, пуçару бюджечĕпе килĕшỹллĕн çĕнĕ объектсем хута каяççĕ, киввисем çĕнелсе хăтлăланаççĕ. Акă, юлашки пилĕк çулта çеç муниципалитет округĕнче виçĕ çĕнĕ клуб (42 миллион тенкĕлĕх) хута кайнă, 17-шне юсаса çĕнетнĕ (44,5 миллион тенкĕлĕх). Муниципалитет округĕн комплеслă программипех 8 çĕнĕ клуб тума, 8-шне юсаса çĕнетме палăртнă. Кун пек ырă улшăнусем кашни сферăрах пур.
Тĕрлĕрен программăна пурнăçа кĕртсе ял халăхне пурăнма, канма, сывлăхне çирĕплетме, çамрăксене аталанма кирлĕ услови туса парас тĕллевпе Ишлĕ территори пайĕнче пурнăçланă ырă улшăнусем те хавхалантараççĕ. Юлашки виçĕ çулта тăватă ялтан (Ишлĕ, Пăлапуç Нурăс, Ульяновка, Люля) тăракан хутлăхра халăх пурнăçне хăтлăлатас тĕллевпе пурнăçланă ĕçсемпе кăсăкланса унăн начальникне Марина Николаевна Кабаевăна (ỹкерчĕкре) "Авангард" хаçатăн тĕпелне йыхравларăмăр.
- Марина Николаевна, вăрман тăрăхĕнче пурăнакансем яланах хăйне евĕр хастарлăхпа, пуçарулăхпа, пултарулăхпа палăрса тăраççĕ. Çакна эсир маларах чылай çул культура сферинче тăрăшнă чухне те, хальхи çĕнĕ должноçра та туйса ĕçлетĕр ĕнтĕ. Май пуррипе усă курса ялшăн, унăн аталанăвĕшĕн муниципалитет округĕ, республика, çĕршыв алă тăсса пулăшнипе пĕрлех уйрăм хастарсен тăрăшулăхĕ пирки те ырă сăмах илтес килет.
- Пытарма кирлĕ мар, темиçе çул каялла ялпа хулана танлаштарас пулсан çĕрпе пĕлĕт евĕр ăрасначчĕ темелле. Пирĕн еннелле аслă çул пулманнипе автобуссем çỹремен вăхăтсем те пулнă. Тавах правительствăна, муниципалитет округĕн ертỹçисене тĕрĕс çул-йĕр суйласа илсе ялпа хула хушшинчи танмарлăха çывăхлатнăшăн. Паян пирĕн тăватă яла та асфальт çул çитет. Малашнехи тĕп тĕллев - урамсенчи çулсене пурне те тирпейлесе йĕркене кĕртесси.
Пĕлтĕр, акă муниципалитет округне 2025 çулччен аталантармалли комплекслă программăпа килĕшỹллĕн Ишлĕ - Пăлапуç Нурăс виçĕ çухрăм çула юсаса çĕнетнĕ. Пăлапуç Нурăсĕнчи Лесная урама тирпейлесе çул сарнă. Çул ыйтăвĕ татăлнă тесех калаймастпăр-ха...
Кунсăр пуçне ялти кĕперсене çĕнетсе йĕркене кĕртесси те тĕп тĕллевех. Сăмах май каласан, хальхи вăхăтра Ишлĕри Владимир Кутузов фермер хăй пуçарăвĕпе тата хастарлăхĕпе Пăла урлă хывнă кĕпере тĕпрен юсама пикенчĕ. Масар еннелле каçса çỹремелли каçма йăлтах юхăнса кивелнĕччĕ.
- Марина Николаевна, сирĕн тăрăхра тĕрлĕ сферăра пурнăçа кĕнĕ наци проекчĕсем пирки мĕн каланă пулăттăр?
- Хальхи вăхăтра ялта пурăнакансене вăхăтра тата пахалăхлă медицина витĕмĕпе пулăшăвĕ парасси патшалăхăн малашлăх тĕллевĕсенчен пĕри. Ку тĕлĕшпе те юлашки виçĕ çулта Ишлĕ территори пайĕнче сывлăх сыхлавĕн пуçламăш звенине аталанатарас, çынсен вилеслĕх шайне чакарас тĕллевпе "Сывлăх" наци проекчĕн витĕмĕпе ФАП хута кайрĕ. Пирĕн тăрăхри ял çыннисем çакна хапăлласа йышăнчĕç.
2021 çулхи декабрĕн 6-мĕшĕнче Патăрьел муниципалитет округĕнче харăсах пилĕк ялта - пирĕн Ишлĕре, Каншелĕнче, Треньелĕнче, Кĕçĕн Патăрьелĕнче, Тăрăнта ФАПсем, Шăнкăртамра врач амбулаторийĕ хута кайрĕ. Çакă пирĕншĕн те патшалăхран тем пысăкăш парне пулчĕ. Хальхи вăхăтра кунта çынсем юн пусăмне виçтерме те, ытти чир-чĕртен сипленме те, уколсем тутарма та çỹреççĕ. Унăн заведующийĕ Наталия Выросова ваттине те, çамрăкне те яланах хапăлласа йышăнать, кашнинех пулăшу, кирлĕ сĕнỹ парать.
Ишлĕ территори пайĕнче юлашки виçĕ çулта пурнăçа кĕртнĕ тепĕр пысăк проект ялти клубсене аталантарассипе, ял çыннисене канма хăтлă культура вучахĕ тăвассипе çыхăннă. Федерацин "Пĕчĕк çĕршывăн культури" ("Культура малой родины") парти проекчĕпе пĕлтĕр Ульяновкăри культура çуртне тĕпрен юсаса çĕнетрĕмĕр. Клубăн кивĕ кăшкарĕ çеç юлчĕ, ыттине йăлтах шалтан та, тултан та улăштарса хăтлăлатнă. Унсăр пуçне капăр сцена, музыка аппаратури, сĕтел-пукан тата ытти те ял клубне тата ытларах пуянлатрĕ. Çĕнĕ те капăр культура çуртне пуçтарăнма та, мероприяти ирттерме те кăмăллă. Вăл паян Ульяновка илемĕ, мăнаçлăхĕ шутланать.
- Ку чухне палăксемпе монументсене çеç мар, тăванăмăрсем канлĕх тупнă масарсене кирлĕ пек пăхса тăрасси, ун йĕри-тавраше таса тытасси, картисене вăхăтра çĕнетесси власть органĕсен те тĕп тĕллевĕ пулса тăрать. Ку тĕлĕшпе пирĕн Патăрьел муниципалитет округĕнче тăтăшах рейдсем ирттереççĕ, çитменлĕхсене тата çитĕнỹсене палăртаççĕ. Чылай территори пайĕнче масар таврашне пуçару бюджечĕпе йĕркене кĕртеççĕ. Эсир çак ĕçе мĕнлерех йĕркеленĕ? Ку тĕлĕшпе сирĕн мĕнле çĕнĕлĕхсем пур-ши?
- Пархатарлă та ырă йăла пирĕн территори пайĕнче те пурнăçа кĕрсе пырать. Сăваплă вырăна халăх вăйĕпе тасатса, тирпейлесе тăратпăр. Унсăр пуçне картисене те улăштаратпăр, хăрнă йывăçсене те тасататпăр. 2021 çулта Пăлапуç Нурăсĕнче пуçару бюджечĕпе çĕнĕ масар картине тытса çаврăннă. Сăваплă та пархатарлă ĕçсенче çынсем яланах хастарлăх кăтартаççĕ. Кăçал вара хамăрăн ентешĕмĕр, хулара пурăнакан Владимир Пикаев хăйĕн пуçарăвĕпе масар çинче çумăртан хỹтĕленмелли лапам туса хучĕ. Сăмах май каласан, масар картисене кашни ялтах халăх пуçарăвĕпе тирпейлесе çĕнетнĕ.
- Марина Николаевна, паян сирĕн территори пайĕнче 700е яхăн çын пурăнать. Ытти çĕрти пекех мĕскĕннĕн ларакан пушă çуртсем те сахал мар. Çакна пăхмасăр ялсем аталанни, çĕнелсе, капăрланса пыни, çынсем хăтлăран та хăтлă условинче пурăнни савăнтарать...
- Кун пирки эпĕ çапларах каласшăн. Ялта çуралса ỹснĕ çынсем хăйĕн тăван кĕтесне, пĕчĕк çĕршывне нихăçан та манмаççĕ. Ăна май пур таран пулăшма тăрăшаççĕ, ял уявĕсене, ытти мероприятие те хапăлласах хутшăнаççĕ. Юлашки çулсенче вара нумай вăхăт иртнĕ хыççăн ашшĕ-амăшĕн çуртĕнче çĕнĕрен çутă çутнă тĕслĕхсем те пур. Пăлапуç Нурăсне çеç икĕ-виçĕ çемье пурăнма куçса килчĕ. Çакнашкал пулăм, паллах, чунра пысăк шанăç çуратать. Ял пуласлăхĕ, малашлăхĕ хамăртан, пирĕн ачасенчен, мăнуксенчен те килет. Тăванлăх, ентешлĕх, пĕрлĕхлĕх туйăмĕ пысăк пулсан пирĕн ялсем малашне те капăрланса çеç пырĕç. Ку тĕлĕшпе патшалăх пулăшĕвĕ витĕмлĕ.
ШУХĂШ
Римма ГЛАДКОВА, "Чăваш Республикинчи ялти чи лайăх староста" ята тивĕçнĕскер, Пăлапуç Нурăс ялĕ:
- Обществăлла ĕçе яланах пысăк хастарлăхпа пурнăçласа пыма тăрăшатăп. Ялта пурăнакан кашни çыннăн ыйтăвне тивĕçтерме çук, паллах. Çапах та пурне те кăсăклантаракан, ял культурипе, тирпей-илемĕпе, унăн малашлăхĕпе çыхăннă ыйтусене тимлĕхре тытма тăрăшатпăр. Çавна май Патăрьел муниципалитет округĕн Пухăвĕн депутачĕсем, территори пайĕн пуçлăхĕ патне çитеретпĕр, сỹтсе яватпăр, пурнăçа кĕртме тăрăшатпăр. Юлашки çулсенче пирĕн Пăлапуç Нурăс ялĕ те тирпейленсе, капăрланса пынăшăн савăнатăп. Çакă пирĕн пĕрлехи ĕç тесе шутлатăп.
Альбина ЕГОРОВА калаçнă
Ноябрь 2024 |