Çул çитменнисен "Манăн территори" центрĕ малашне те пушă тăмĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 01.02.2025, 16:39 Просмотров: 516

ИРТНĔ çул Патăрьелĕнчи ачасен пултарулăх шкулĕнче çул çитмен çамрăксен вăхăтне усăллă ирттерес, вĕсене тĕрлĕ енлĕ аталанма пулăшас тĕллевпе "Манăн территори" центр уçăлчĕ. Халĕ çак лапам пушă тăмасть. Унта тăтăшах çамрăксемпе тĕрлĕрен мероприяти, тĕл пулу йĕркелеççĕ, мастер-класс ирттереççĕ тата ытти те. Çамрăксен центрĕнче йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем те час-часах пулаççĕ. Нумай пулмасть çеç РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн çул çитмен ачасен ĕçĕпе тимлекен пай начальникĕ, полици капитанĕ Алексей Алякин тата муниципалитет округĕ çумĕнчи çул çитменнисен ĕçĕсемпе тимлекен сектор специалист-эксперчĕ Ольга Воробьева ачасемпе право сехечĕ ирттернĕ, вĕсене административлă йĕркене пăснă тĕслĕхсемпе, обществăлла вырăнта хăйсене мĕнле тытмаллипе паллаштарнă, кăсăклантаракан ыйтусене хуравланă.

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика