Ырă хыпара хаçат тусĕсемпе пайлама та кăмăллă. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул Пĕтĕм Раççейри форумăн вĕрентÿ ассамблейинче «Чи лайăх Инноваци» шкулĕ номинаципе лауреат ята тивĕçнĕ!
- Раççей шайĕнчи пысăк форумра тивĕçнĕ диплом тата медаль педагогика коллективĕн ĕçне хак пани. Çак награда эпир суйласа илнĕ аталану çулĕ тĕрĕс пулнине, вĕрентÿре йăла-йĕркепе инновацие пĕрлештерсе вĕрентĕве пĕлтерĕшлĕ, ачасемшĕн кăсăклă тунине тепĕр хут çирĕплетсе парать. Черетлĕ çитĕнÿ пирĕн педагогика коллективĕн, командăн ĕçĕн результачĕ,- пĕлтерчĕ нумай çул çак кăтартуллă шкул коллективне ертсе пыракан Наталия Андреева директор.
Ирина АЛЕКСЕЕВА
Ноябрь 2026 |
